Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел врачĕ Раççейре палăрчĕ

Мускавра Тĕнчери музыка çуртĕнче “Çулталăкри чи лайăх врач” ятне памалли IV церемони иртнĕ. Вĕсене 30 номинацире палăртнă.

Сумлă мероприятие РФ Правительствин Председателĕ Владимир Путин хутшăннă. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтри врачсен паттăрлăхне уйрăм номинацире чысланă.

2010 çултанпа “Çулталăкри чи лайăх врач” преми правительство статусне илнĕ. Вăл кăларнă йышăнупа килĕшÿллĕн 1-мĕш вырăншăн 500 пин тенкĕ, 2-мĕшĕшĕн – 300 пин, 3-мĕшĕшĕн 200 пин тенкĕ параççĕ.

“Чи лайăх терапевт” номинацире Патăрьел район больницин врач-терапевчĕ Оксана Токмакова 2-мĕш вырăн йышăннă.

Оксана Николаевна райбольницăна аслă шкул хыççăн килнĕ. Кунта 15 çул ĕçлет. Сывлăх сыхлавне аталантарассишĕн чылай вăй хурать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 апреля 2010
00:00
Поделиться