Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе–икĕ операци

Райшалĕçпайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе тăтăшах тĕрлĕ операци ирттереççĕ. Çак эрнере çеç, сăмахран, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе тата йывăр виçеллĕ автомашинăсем çул-йĕре сиенлессипе çыхăннă икĕ операци пулнă. Çакна ахальтен йĕркелемен. Юлашки икĕ уйăхра районта икĕ автоавари пулнă, вĕсенче тĕрлĕ сăлтавпа çуран çÿрекен икĕ çын аманнă. Çавăнпа та çула тухакан водительсен пур енĕпе те тимлĕ пулмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 апреля 2010
00:00
Поделиться