Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

УЙĂХЛĂХА ХУТШĂНСА

Хирти Пикшик вăтам шкулĕн акт залне кунта вĕренекенсем тата вĕрентекенсем туллиех пуçтарăнчĕç. Часах воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Д. Салахова «Асаттесен çулĕпе» патриотла юрăсен конкурсĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ.

Сцена çине кĕçĕн, вăтам, аслă классенче вĕренекенсем черетлĕн тухса тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç.

5-мĕш класра вĕренекен Дима Пестров хăйĕн моряксен командине сцена çине ертсе тухсан залра пурте шăп пулчĕç. Командирăн сасси мăнаçлă та уçă янраса тăчĕ. Çамрăк моряксен пĕр пек тумĕ, илемлĕ юрри пĕтĕм кураканăн чунне хускатрĕ. Ахальтен мар пуль жюри членĕсем пиллĕкмĕшсене пысăк хак пачĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться