Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ШКУЛ АЧИСЕМ ĂМĂРТАççĕ

Районти шкул ачисен спартакиадин программипе килĕшÿллĕн хĕллехи полиатлон ăмăртăвĕ иртрĕ.

Малтанах пурте тĕл перес енĕпе тупăшрĕç. Аслă классенчи каччăсенчен чи çивĕч куçлисем тата тăн-тăн алăллисем çаксем пулчĕç: В. Павлов (Первомайски), Р. Абянов (Т.Сăкăт), И. Мылов (Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул). Çак çулхи хĕр ачасенчен чи пултаруллисем çаксем: О. Краснова (Первомайски), С. Арланова (Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул), А. Шмелева (Первомайски).

Вăтам классенчи арçын ачасенчен Д. Лаврентьев (Н.Шăхаль), А. Кудряшов (Аслă Чемен), В. Яганов (Аслă Чемен) чи лайăх кăтартусем турĕç. Хĕр ачасенчен те Аслă Чемен шкулĕнчи Е. Зотова чи тĕл перекенни пулчĕ. Н. Никитина (Первомайски), Л. Овечкина (Кивĕ Ахпÿрт) ун хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.

Малалла çамрăк спортсменсем турник çинче туртăнчĕç. Чи вăйлă алăлли А. Кудряшов (Н.Шăхаль), Ю. Шапанов (Аслă Чемен), Р. Абянов (Т.Сăкăт) пулчĕç. Хĕр ачасенчен чи нумай отжимани тăваканнисем М. Филиппова (Н.Шăхаль), Л. Антонова (Аслă Чемен), Р. Шарафутдинова (Т.Сăкăт).

Вăтам классенчи арçын ачасенчен турник çинче çаксем палăрчĕç: Д. Лаврентьев (Н.Шăхаль), В. Яганов (Аслă Чемен), А. Кудряшов (Аслă Чемен). Ку ÿсĕмри хĕр ачасенчен чи нумай отжимани туса М. Акимова (Шăхач), Н. Никитина (Первомайски), А. Калькина (Н. Шăхаль) малти вырăнсене йышăнчĕç.

Юлашкинчен пурте йĕлтĕр çине тăчĕç. Малтан кĕтнĕ пекех кунта Первомайски шкулĕнчи Владимирпа Николай Павловсем чи пултаруллисем пулчĕç. Виççĕмĕш вырăнта – Е. Григорьев (Н. Шăхаль).

Хĕр ачасенчен виçĕ çухрăмлă хушша чи хăвăрт А. Михайлова (Н.Шăхаль) вĕçлерĕ. Ун хыççăн финиша Н. Кузьмина (Первомайски) çитрĕ, виççĕмĕшĕнче М. Филиппова (Н.Шăхаль).

Вăтам классенчи çамрăк спортсменсенчен йĕлтĕр йĕрĕ çинче чи пултарулли Д. Филиппов (Н.Шăхаль) пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна А. Кудряшов (А.Чемен), виççĕмĕшне Д. Лаврентьев (Н.Шăхаль) йышăнчĕç. Хĕр ачасенчен те чи пултарулли – С. Михайлова (Н.Шăхаль). М. Акимова (Шăхач) иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче Н. Никитина (Первомайски).

Спартакиада чемпионĕн хисеплĕ ятне Первомайски шкулĕнчи В. Павлов çĕнсе илчĕ. Унăн кăтартăвĕ – 219 очко. Сăмах май каласан Володьăн çак результачĕ спорт мастерĕн кандидачĕн норминчен те лайăхрах. Иккĕмĕш вырăнта та унăн юлташĕ Н. Павлов. Виççĕмĕш вырăнта – Е. Григорьев (Н.Шăхаль).

Хĕр ачасенчен Нăрваш Шăхальсем пултаруллăрах пулчĕç. Чемпионка ятне М. Филиппова çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшĕнче Н. Кузьмина (Первомайски), виççĕмĕшĕнче каллех Шăхальсем – О. Терентьева.

Шăхальсем вăтам классенчи ачасем хушшинче те палăрчĕç. Чемпион ятне Д. Лаврентьев тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Аслă Чеменсем: А. Кудряшовпа В. Яганов. Хĕр ачасенчен те чемпионка ятне Аслă Чеменри Е. Зотова çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта М. Акимова (Шăхач), виççĕмĕшĕнче Н. Никитина (Первомайски).

Чи пултаруллă команда – Первомайски шкулĕ. Вăл пурĕ 1003 очко пуçтарчĕ. 1002 очко пухса иккĕмĕш вырăна Нăрваш Шăхаль шкулĕ йышăнчĕ, виççĕмĕшĕнче Аслă Чементи шкул команди.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться