Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саккун – вăрçă ветеранĕсемшĕн

Район прокуратури Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин инваличĕсене, участникĕсене тата вĕсен çемйисен членĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелли саккунсене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслерĕ. Ку ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕнче, Патăрьел районĕнчи Пенси фончĕн управленийĕнче туса ирттертĕмĕр.

Паллă ĕнтĕ, Раççей Федерацийĕн «О ветеранах» саккунĕнче пĕр хут хваттерпе кама тивĕçтермеллине палăртнă. 2009 çулхи декабрьте унта тата улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри – пурăнмалли условисене лайăхлатассине шута илме чарнисене пĕтерни.

Чăваш Республикинче ку енĕпе «О регулировании жилищных отношений» саккун та пур. Унпа килĕшÿллĕн пурнăç услови-йĕсене лайăхлатма тивĕçлĕ çынсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче шута илсе пыраççĕ.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, районта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, инваличĕсем, вĕсемпе танлаштарнисем 567 çын пурăнаççĕ. Вăл шутра вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем 124 çын, вĕсемпе танлаштарнисем 17 çын, вилнĕ вăрçă инваличĕсен, участникĕсен, тĕрлĕ çапăçу ветеранĕсен çемйисен членĕсем 426 çын. Пурнăç условийĕсене лайăхлатма шута илнисем хушшинче асăннă категорисенчи 7 гражданин.

РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне ти-вĕçтермен хваттерсенче пурăнакансем 14 çын. Вăл шутра 7 вăрçă инваличĕ, 2 çар служащийĕ, 5 салтак арăмĕ. Çак çынсем пурăнмалли условисене лайăхлатмаллисен шутĕнче тăманнин сăлтавĕ – вĕсем заявлени паманни тата кирлĕ документсем тăратманни.

Кăçалхи февралĕн 10-мĕшĕ тĕлне 8 гражданина шута илме хирĕçлени çинчен йышăну кăларнă. Вĕсем пурте вăрçă инваличĕсем. Йышăнусене тĕрĕслени çакна кăтартрĕ: хăшĕсен пурăнмалли лаптăк шута илмеллинчен пысăкрах пулнă, теприсем пурнăç условийĕсене юриех начарлатнă (сутнă, парнеленĕ).

Анчах та Патăрьел ял поселенийĕнче шута илме хирĕçленине туллин тата пур енлĕн никĕслемен. Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнче заявленисене кирлĕ документсемсĕр йышăннă, унсăр пуçне гражданина тивĕçлĕ хурав паман.

Прокуратура асăннă ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене çитменлĕхсене пĕтерме сĕнсе представленисем ярса панă.

Патшалăх Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă тĕле вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма палăрт-нине хăй тытăмлăх органĕсен туллин пурнăçламалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться