Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел спортсменĕ Раççейре те палăрнă

Çак кунсенче Киров облаçĕнчи Вятские Поляны хулара чушкăлла выляс енĕпе Раççейре мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Чăваш Ен чысне хÿтĕлекенсем хушшинче пирĕн ентеш – «Паттăр» спорткомплексăн тренер-преподавателĕ Г. Елкин та пулнă. Геннадий Васильевич хăйĕнпе пĕр çулхи спортсменсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă, диплом илме тивĕçнĕ. Чăваш хастарĕн пултарулăхĕнчен, маçтăрлăхĕнчен куракансем те тĕлĕннĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хăй тĕллĕн спортăн çак енне алла илнĕ спортсмена судьясем «Куракансем кăмăлланă вăйăç» ятпа тепĕр диплом парса та хавхалантарнă. Геннадий Васильевичăн ĕмĕчĕсем сулмаклă. Малашне вăл спортăн çак енне кăмăллакансене пĕр ушкăна пĕтĕçтересшĕн, вĕсене çак вăйăн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарасшăн.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться