Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Олимп» – чемпион

Пăр çинче шайбăпа хоккейла выляссипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Çĕнĕ Ахпÿртсене çитекенни çук тесе çирĕплетсех калама пулать. Çакă кăна-и-ха; Чăваш Енре те кăтартуллă вĕсем. Нумаях пулмасть çак ял çамрăкĕсем республикăри ял командисем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Финалта вĕсем Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» командăна 5:4 шутпа парăнтарнă. Сăмах май каласан, пĕлтĕр те çак чыса тивĕçнĕ «Олимп» команда.

Пирĕн ентешсене çĕнтерÿ тунă ятпа Чăваш Республикинчи шайбăпа хоккейла вылякансен федерацийĕн председателĕ А. Протопович саламланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться