Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЕНТЕШ ПАРНИСЕМШĕН ĂМĂРТРĕç

Икĕ хут тĕнче чемпионĕ Н. Алешев парнисемшĕн йĕлтĕрпе чупса иртекен ăмăрту кăçалхипе 5-мĕш хут пулчĕ. Унта йышлăн хутшăнчĕç. Малтанах физкультурăпа вĕрентекен, спорта аталантарас енĕпе нумай ĕç тăвакан П. Макаров, республикăри физкультура олимпиада çĕнтерÿçи В. Фролов тата унăн ашшĕ В. Фролов ялав хăпартрĕç. Старта «Хунав» ача садне çÿрекенсем тухрĕç. Д. Миронский чи маттурри пулчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен В. Медведев, Д. Матросова, М. Матюшкина, С. Макаров палăрчĕç, вăтам классенчи – пĕртăван Лидăпа Федя Антоновсем, Ф. Япаров тата В. Фролова çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Аслисенчен М. Макаровăпа А. Тимошкина çитекен пулмарĕ.

Малалла старта 17 çултан иртнисем тухрĕç. Д. Волков, Е. Сюзюкина, Н. Пузайкин, В. Софронова, С. Медведев, С. Макарова, Г. Тарасов, А. Васильева, Г. Медведев, С. Михайлова, В. Сидуков, Л. Матюшкин, А. Алешев лайăх вăхăт кăтартрĕç. 79 çулхи А. Алешев чи асли пулчĕ чупура. Чи çамрăкки вара – А. Макарова. «Чи хăвăрт чупакан» ята Ф. Япаровпа М. Макарова çĕнсе илчĕç. «Чи активлă класс» ята – 6-мĕш, 4-мĕш тата 10-мĕшсем тивĕçрĕç.

Малалла классем хушшинче эстафетăсем пуçланчĕç. Кунта çав тери хĕрÿ тупăшу пулчĕ. 6-мĕш, 8-мĕш тата 11-мĕш классен командисем вăйлăрах пулнине çирĕплетсе пачĕç. Депутат округĕсен хушшинчи эстафетăра 10-мĕш округ (депутачĕ Н. Едриванов) çĕнтерчĕ. Мала тухнисем валли Н. Алешев медальсемпе дипломсем хатĕрленĕ. Çĕнтерÿçĕ командăсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Медведев тортпа чысларĕ.

Н. КОШЕЛЕВА. Аслă Чемен ялĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться