Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ

2010 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн 31-мĕш ларăвĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна Пуху председателĕ М. Петров уçрĕ, ертсе пычĕ.

Депутатсем малтанах Патăрьел район суйлав комиссийĕн полномочийĕсене Патăрьел территори суйлав комиссине парасси çинчен, Патăрьел районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен сÿтсе яврĕç. Ку ыйтусемпе райадминистрацин организаципе контроль тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ С. Торговцев хыпарларĕ. Пуху ку ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем кăларчĕ.

Патăрьел районĕн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Т. Полякова доклад турĕ. Бюджет ыйтăвĕ çивĕч калаçу, тавлашусем пуçарчĕ. Депутатсем ку ыйтупа йышăну тумарĕç, сÿтсе явмашкăн лару ĕçне паян малалла тăсаççĕ.

Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться