Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Чи лайăх вуланакан кĕнеке-2008»

Республикăра «Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке – 2008» конкурс иртет. Ăна Чăваш наци библиотеки йĕркелет.

Çак конкурсăн тĕп тĕллевĕсем: кĕнеке тусĕсем ытларах мĕнле кĕнекесем тата хăш темăпа вулама юратнине, кăсăкланнине пĕлесси, халăха вулавăша ытларах çÿреме явăçтарасси, çыракан çамрăк авторсене палăртасси.

Конкурса 2008 çулта пичетрен тухнă 145 кĕнекене кĕртнĕ. Вĕсен шутĕнче 72-шĕ чăвашли, 73-шĕ вырăсли. Районти библиотекăсенче 54 кĕнекепе çеç паллашма пулать, районти ултă авторăн 7 кĕнекине тытса вулама пулать.

Республика шайĕнче иртекен конкурса хутшăнса библиотека ĕçченĕсем кĕнекесен куравне йĕркеленĕ, вĕсем тăрăх калаçусем ирттерме тытăннă. Повеçсемпе, калавсемпе вулав конференцийĕсем, тĕрлĕ конкурс, презентаци, писатель-поэтпа тĕл пулусем тата ытти интереслĕ мероприятисем пулĕç.

Юлашкинчен ыйтусене тишкерсе анкетăсене хуравламалла. Вĕсем сире килĕшекен кĕнекесене пичетлесе кăларма пулăшма пултараççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться