Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЧĂВАШСЕН ПĕРРЕМĕШ ПРОФЕССИЛЛĕ ХУДОЖНИКĕ

Чăвашсен профессиллĕ ÿнер искусствине пуçараканĕсенчен пĕри Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа ыран 130 çул çитет. Художник тата педагог пулса вăл ÿнер искусствинче реализма аталантарас енĕпе çутă йĕр хăварчĕ.

Ывăнма пĕлмен художникăн нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлне вăл вăхăтри тĕпчевçĕсем те, паянхи пурнăçа тишкерекенсем те пысăка хурса хакланă, хаклаççĕ те. Çакна А. Кокель пурнăçĕпе тата ĕçĕпе паллаштаракан чылай литература та çирĕплетет. Вĕсем Чăваш Республикин Патшалăх пичет архивĕнче те нумай. Республикăри, çĕр-шыври, чикĕ леш енчи пичетре чăваш тĕпчевçисен 200 ытла статйипе рецензийĕ кун çути курнă. Тĕрлĕ тапхăрта киçтĕкпе ÿкерчĕк ăстин илемлетнĕ биографине В. Давыдов-Анатри, Г. Александров, А. Григорьев, А. Трофимов, Н. Ургалкина, Ю. Викторов тата ыттисем те хатĕрленĕ.

Алексей Афанасьевич Кокель хальхи Патăрьел районĕнчи Турханта хресчен çемйинче çуралнă. Ачаранах ÿкерме юратнипе палăрнă. 1899 çулхи çулла Атăл тăрăхĕнче типĕ çанталăк тырă тухăçне йăлтах пĕтернĕ. Выçлăха пула çамрăк Алексейăн шăмă туберкулезĕ çĕнĕрен пуçланнă. Ăна выçлăх вăхăтĕнче пуçланнă чир-чĕрпе кĕрешме Петербургран килнĕ студент-медиксем пулăшнă, Петербурга ăсатнă.

Çурçĕрти тĕп хулара çулталăк пурăннă хыççăн А. Кокель Художество академийĕн ÿкерекенсен шкулĕнче пĕлÿ пухма пуçланă. Каярах живопись факультетне кĕме экзамен тытнă. 1906-1907 çулсенче вăл чаплă вырăс художникĕн И.Е. Репинăн мастерскойĕнче ăсталăхне туптанă. И. Репин А. Кокелĕн дипломлă ĕçне – «Чайнăйра» картинине – пысăк хак панă, Академирен тухакансен ĕçĕсем хушшинче лайăхпа ăна çеç уйрăм палăртнă.

А. Кокель Германире, Францире пулса курнă, пĕр тапхăр Италире те ĕçленĕ. Унăн произведенийĕсене 1914 çулта Петербургри çурхи академиллĕ куравра кăтартнă. Унта пыракансем «Итальянцы» картинăна питĕ кăмăлланă. Искусствăна чаплă ăстаçă килсе кĕни пуриншĕн те паллă пулнă. А. Кокельпе пĕр вăхăтри СССР халăх ходожникĕ, СССР Художество академийĕн чăн членĕ В.И. Касиян профессор çырнă тăрăх «Кокель хăйне евĕрлĕ ÿнерçĕ. Ăна И.Е. Репин питĕ хакланă. Унпа танлашма пултаракансем çукпа пĕрех. Илемшĕн пурăннă, илеме тунă, илеме туйма ыттисене хăнăхтарнă». («Алексей Афанасьевич Кокель: Воспоминания современников и учеников». – Чебоксары, 1980, 104 стр.).

А. Кокелĕн малаллахи пурнăçĕ Украинăри Харьков хулинче иртнĕ. 40 çул хушшинче профессор, кафедра заведующийĕ, Харьковри ÿнер институчĕн ректорĕ пулнă. Вăл вăхăтри куравсене унăн çак картинисем илем кÿнĕ: «Старый рабочий», «На посту», «Шахтер», «Колхозный базар», «Соляные промыслы» тата ытти те.

Чăваш художество галерейин харпăрлăхне – «Ликбез» картинăна 1935 çулта ÿкернĕ. Ăна Чăваш автономийĕ 15 çул тултарнине халалланă. Унпа ĕçленĕ вăхăтра художник тăван Чăваш Ене ятарласа килсе кайнă.

1917 çулхи революци хыççăн А. Кокель панносем, лозунгсем, плакатсем ÿкерме, агитпоездсене илемлетме хутшăннă.

Кокельшĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсем питĕ йывăр килнĕ. Вăл çемйипе пурăнакан çурта бомбăсемпе снарядсем хытах сиенленĕ. Вутă туянса кăмака хутма нимĕçсенчен ирĕк илмелле пулнă. Художник «çĕнĕ йĕркене» хисеплемен, нимĕçсенчен нимĕн те ыйтман.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче Алексей Кокель творчествăллă ĕçне малалла тăснă. «Зима 1942 года», «Дорога на Павлово поле», «Военный патруль», «Партизан», «На уборочной» тата ытти картинăсем çуралнă. Куравсенче вĕсемпе паллашма май пулнă.

Чĕре чирне пула талантлă художник 1956 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Харьковра пытарнă.

Алексей Кокеле Украинăра украин ÿнерçи, Чăваш Енре – чăваш ÿнерçи теççĕ. Çакăнта унăн вăйĕ тата пĕлтерĕшĕ палăрать. Ун ячĕпе Шупашкарта урам хисепленет. Ăна тăван ялĕнче – Турханта – асра тытаççĕ. Кунта А.А. Кокелĕн çурт-музейĕ, ун ячĕллĕ ача-пăча ÿнер шкулĕ пур. ЧР Патшалăх пичет архивĕнче унăн пурнăçĕпе паллаштаракан чылай материал упранать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться