Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăсантăрах сивĕ хĕл

Мартăн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа Патăрьелĕнче «Хĕле ăсатни» уяв ирттерчĕç.

Уява савăнăçлăн уçнă çĕре район пуçлăхĕн çумĕ – агропромышленность комплексĕн предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Ялуков, ял поселенийĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç, саламлă сăмахсем каларĕç.

Пухăннисене Хĕл мучи те, Çуркунне те саламларĕç. Юмахсенчи сăнарсем те илем кÿчĕç уява.

Художество пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрлакансем конкурссенче тупăшрĕç, спорт тусĕсем ăмăртусене хутшăнса вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсем асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç, пĕчĕк çĕнтерÿçĕсем пылак çимĕçсемпе сăйланчĕç.

Çакăнтах Патăрьел общепичĕн суту-илÿ павильонĕсенче вĕри чейпе, икерчĕпе, шашлăкпа, пылак япаласемпе хăналанма май пулчĕ. Райпо лавккисем хĕрарăмсем валли парнесем сĕнчĕç.

«Ăсантăрах сивĕ хĕл» – тесе сывпуллашрĕç Патăрьелсем кăçалхи чăнах та хаяр хĕлпе.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2010
00:00
Поделиться