Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр йăнăшах тепре ан туччăр

Районти 24-мĕш уголовлă инспекцине кун каçа тĕрлĕ çулхи çынсем килеççĕ. Вĕсем хушшинче çамрăккисем те, вăйпиттисем те, ватă енне сулăннисем те пур. Инспекторсемпе ĕçлĕ калаçу пуçарнă вăхăтра пÿлĕме çамрăк каччă килсе кĕчĕ. Арçын ача чăркăшса та, хиврелсе те калаçмасть, хăйне лăпкă тытать, инспекци сотрудникĕсем панă ыйтусене туллин хуравлать. Пĕрре пăхсан ăна никам та иккĕмĕш хут преступлени тунă гражданин тесе хакламĕ. Мĕнех туса хунă-ха суд сакки çине лармалăх 21 çулхи çамрăк; Малтанхинче вăл ют пурлăха вăрланипе çакланнă-мĕн, хальхинче вара унăн милици сотрудникне хирĕç тăнипе судра явап тытма тивнĕ.

Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти 24-мĕш уголовлă инспекцире суд йышăнăвĕ хыççăн 86 гражданин шутра. Чи хăрушши те чи тĕлĕнмелли – вĕсем хушшинче çул çитмен ачасем (çиччĕн) тата ача амăшĕсем (улттăн) пулни. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене условнăй майпа айăпланă, ĕçлесе юсанмалла та тунă.

Хальхи вăхăтра инспекцин тĕп тĕллевĕ – тĕрлĕрен преступлени тунăшăн судпа айăпласа ирĕкрен хăтарман граждансем малтанхи йăнăша ăнланмасăр, тепĕр хут йĕркене пăсакан ĕç ан туччăр тесе шута илнĕ кашни çынпа тăтăшах профилактика тăвасси. Паян патшалăх политики те çавăн пекех. Пĕлтĕр, сăмахран, уголовлă инспекцире тĕрлĕрен преступлени тунă 137 çыннăн айăплавне пĕтернĕ. Вăл шутра срок çитсе ĕçе вĕçленисем 81-ĕн, хăйсене йĕркеллĕ тытса кăтартуллă пулнăран вăхăтсăр айăплава пĕтернисем 18-ăн пулнă. Судпа палăртнă срокра хăйсене тивĕçсĕр тытса айăплав вăхăтне тăстарнисем те пур.

Обязательнăй майпа ĕçлесе юсанакансене хăйсем пурăнакан вырăнсенчи ял тăрăхĕн яваплăхĕ çине хураççĕ. Ытларах чухне вĕсен вăйне яла тирпей-илем кĕртнĕ чухне усă кураççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Патăрьел, Шăнкăртам ял тăрăхĕсем туллин ĕçлеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 февраля 2010
00:00
Поделиться