Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фирдус Камалетдинов ячĕпе – кĕрешекенсен турнирĕ

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче районта чылай çĕрте тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕ йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕлтерĕшли, хисепли, пуриншĕн те кăсăкли – Хирти Пикшик каччи Фирдус Камалетдинов ячĕпе шкул ачисем хушшинче йĕркеленĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен йăлана кĕнĕ турнирĕ.

Чечня вăрçин синкерлĕхне пула пурнăçне татнă паттăр салтака, пултаруллă спортсмена чыс тума Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн спортзалне спортсменсем те, вĕсен ăсталăхне курма килнисем те йышлă пуçтарăнчĕç. Тĕпрен илсен, турнира хутшăнакансем çакнашкал помост çинче пĕрре мар пиçĕхнĕскерсем. Йăлана кĕнĕ турнира кашни çулах хутшăнакансем спорт мастерĕн кандидачĕн, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ Фирдус Абдулловичăн кĕске ĕмĕрĕн биографине те тĕплĕн пĕлеççĕ. Çавăнпа спортсменсен парадне хутшăннисене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламларĕ, пурне те çирĕп кăмăллă, тĕреклĕ ÿсме, спортра сулмаклă çитĕнÿ туса ра-йон шайĕнче çеç мар, республика, çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене хутшăнма ырă сунчĕ.

Çамрăк спортсменсене саламлама, паттăр ячĕпе пуç тайма Чечня вăрçинче Фирдуспа пĕрле салтак тивĕçне пурнăçланă виçĕ юлташĕ Тутар республикинчен çитнĕ. Рамиль Бикташев çывăх юлташĕ, вăрçă паттăрĕ-спортсмен, Хирти Пикшик каччи пирки нумай ăшă сăмах каларĕ, ăна чыс туса район шайĕнче çакнашкал пысăк турнир йĕркеленине ырларĕ. Ăмăртăва килнĕ спортсменсене кашни çулах турнира хастар хутшăннăшăн, район ертÿçисене çакнашкал май туса панăшăн, вĕсен юратнă ывăлĕн, тăванĕн ятне асра тытнăшăн Фирдусăн ашшĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов, пиччĕшĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ, милици майорĕ А. Камалетдинов, унăн çывăх тăванĕ, Ижевскран ятарласа турнира килнĕ спорт мастерĕн кандидачĕ, ял хуçалăх наукин кандидачĕ И. Мануров тав турĕç, пурне те кĕрешÿре пысăк ăсталăх, çĕнтерÿ сунчĕç.

Кавир çинче 28 килограмлă арçын ачасенчен пуçласа 76 килограмран йывăртараххисем тупăшрĕç. Спортсменсене кĕрешÿ техникине районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕсем начар мар хăнăхтарнă, вĕрентнĕ. Çавăнпа та турнир питĕ çивĕч, хĕрÿ иртрĕ.

Турнирта 147 кĕрешÿçĕ хăйсен виçе ушкăнĕпе кавир çине тухрĕ. Вĕсенчен чи хастаррисем, чи паттăррисем – Хирти Пикшиксем (тренерĕ Фирдусăн ашшĕ А. Камалетдинов). Çак шкултан ăмăртăва 44 ача хутшăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьелсем, виççĕмĕшĕнче Кивĕ Ахпÿртсем.

Ăмăрту çĕнтерÿсĕр пулмасть. 28 килограмлисенчен А. Адикин (Нăрваш Шăхаль), 30 килограмлисенчен А. Чернов (Хирти Пикшик), 32 килограмлисенчен В. Козлов (Кивĕ Ахпÿрт), 35 килограмлисенчен А. Данилов (Хирти Пикшик), 38 килограмлисенчен И. Бородкин (Хирти Пикшик), 41 килограмлисенчен И. Кисеев (Хирти Пикшик), 44 килограмлисенчен В. Пыркин (Кивĕ Ахпÿрт), 47 килограмлисенчен Д. Антонов (Çĕньял), 50 килограмлисенчен Д. Газеев (Хирти Пикшик), 54 килограмлисенчен А. Верликов (Первомайски), 58 килограмлисенчен А. Краснов (Хирти Пикшик), 63 килограмлисенчен А. Алеев (Патăрьел), 69 килограмлисенчен М. Кошкин (Кивĕ Ахпÿрт), 76 килограмлисенчен А. Тинюков (Патăрьел), 76 килограмран йывăртараххисенчен Р. Янтыков (Шăнкăртам) пĕр-ремĕш вырăн йышăнчĕç. Кăçалхи турнир çĕнтерÿçисем нихçанхинчен те кăмăллă юлчĕç. Вĕсем хаклă парнесене, медальсене тивĕç-рĕç. Пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнисене пысăк кавир, иккĕмĕшсене хурса якатмалли хатĕр, виççĕмĕшсене ĕçмелли шыва тасатмалли фильтр парса хавхалантарчĕç.

Каçхине уяв Фирдус вĕреннĕ Хирти Пикшикри шкулта малалла тăсăлчĕ. Ял халăхĕ Тутар республикинчен килнĕ Динăпа Рафаэль Латышовсен савăнăçлă тÿлевсĕр концертне пăхса киленчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 февраля 2010
00:00
Поделиться