Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнÿсем ĕçлемесĕр пулмаççĕ

Пĕрлĕхре – вăй, – теççĕ халăхра. Хăш ĕçре те пĕр-пĕрне ăнлансан, пулăшса пырсан йывăрлăхсенчен тухма пулать. «Труд» хуçалăхра хăть ĕне, хăть сысна ферминче шăпах çапла тăрăшнăран кăтартусем те лайăх.

Сысна фермине йĕри-тавра картапа çавăрнă, витесем аякранах шуррăн курăнса лараççĕ. Шала кĕрсен те тирпейлĕ. Стенасене, çурасене хупакан читлĕхсене, маччасене çулла шуратса дезинфекциленĕрен халĕ те йĕри-тавра пăхма кăмăллă. Санитари кунĕсене ирттерни те сисĕнет. Витесенче ăшă пулнăран выльăхсемшĕн сивĕ кунсем те хăрушă мар. Амăшĕсем çумĕнче йĕтĕр пек çурасем хавассăн сас кăларни, пысăкраххисем пĕр-пĕринпе тĕрткелешни фермăра чăнах та пурнăç вĕресе тăнине систерет.

2009 çул пуçламăшĕнче хуçалăхра 621 сысна пулнă, çулталăк вĕçне йыша 811 пуçа çитернĕ. Вĕсенчен тĕп амасем – 60, тĕрĕслемеллисем – 65, маларахри çул 64 тата 60 пулнă. Вĕсемсĕр пуçне самăртма хупнисем 300 пуç ытла, ыттисем – çурасем. Çул тăршшĕпе пурĕ 1404 çура илнĕ, вăл шутран тĕп амасенчен – 943. Ытти çĕрте те кăтартусем начар мар. Мăнтăрлатмалли сыснасен талăкри ÿт хушаслăхĕ вăтамран 633 грампа танлашнă. Ÿсекеннисен те пĕчĕк мар: 423 грамм.

– Сыснасене, çурасене ытларах типĕ апатпа усратпăр, «Провими» минераллă хутăш паратпăр. Ăна хăшĕ миçе уйăхрине, килограмне кура çитеретпĕр. Технологине пăхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр, – тет «Труд» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ М. Васильев.

Хуçалăхра выльăхсене витаминлă хутăшсăр тăратмаççĕ, ăна Чулхуларан М. Васильев хăйех турттарать. Тăкакĕ пĕчĕкех мар, апла пулин те укçи кĕрет. Акă, иртнĕ çула сысна ферми 377 пин тенкĕ тупăшпа вĕçленĕ. Рентабельлĕх 2008 çулта – 4, 2009 çулта 8 процент пулнă.

– Мĕн чухлĕ выльăх нумайрах, тупăшĕ çавăн чухлĕ ытларах. Пирĕн тĕп тĕллев – йыша тата ытларах ÿстересси, – тет Михаил Васильевич.

«Труд» хуçалăхра ландрас тата йоркшир ăратсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсен какайĕнче çу хисепĕ ыттисеннинчен сахалтарах, çавăнпа туянакансем те хаваспах илеççĕ. Иртнĕ çул 70 тонна аш-какай сутнă, хакĕ чĕрĕ виçешĕн килограмм пуçне 67-80 тенкĕ пулнă.

Йăха çĕнетсе пымасан выльăхран тупăш та сахалтарах кĕрет, чир-чĕрĕ те ĕрчевленет. Çавăнпа кунта çулленех ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенчен аçасем туянаççĕ, кăçал та тăваттă илме палăртнă.

Çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ коллектив туслăхĕнче, пĕр-пĕрне ăнланса вăй хунинче. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче вырнаçнă сысна фермине чылай çул хушши А. Капитонова ертсе пычĕ. Антонина Антоновна пĕлтĕр, 69 çул тултарсан, ĕçлеме пăрахрĕ. Кăтартусем лайăх пулнинче унăн тÿпи те пысăк. Хальхи вăхăтра кунта ферма заведующинче В. Осипов тăрăшать. Коллективра пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшсан кăна кăтартусем лайăх пулассине пĕрремĕш кунтанпах туйса вăй хурать. Свинаркăсем опытлă пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă, А. Шлаева 40 çула яхăн фермăра ĕçлет. Вăл пĕлтĕр пĕр тĕп амаран – 17, 6, тĕрĕслемеллинчен 6, 3 çура илнĕ. Унпа пĕрле тăрăшакан В. Эриванован та стаж пĕчĕк мар: 25 çул. Унăн та кăтартăвĕсем лайăх, вăл пĕр тĕп амаран 17, 7 çура илнĕ, тĕрĕслемеллинчен – 6. Çитĕнĕвĕсене кура темиçе хут та «Районти чи лайăх сысна пăхакан» ята тивĕçнĕ.

Çурасене ÿстернĕ тата самăртнă çĕрте тимлекен Н. Васильевăпа З. Осипова пирки те ырăпа кăна асăнмалла. Вĕсем çулталăк тăршшĕпе 52, 6 тонна ÿт хуштарнă, сыснасен шучĕ 273 пуçран чакса курман.

М. Федоров слесарь-возчик ĕçĕпе те ферма заведующийĕ кăмăллă. Тăрăшулăхне пула вăл «Хуçалăхри чи лайăх скотник» ята тивĕçнĕ.

Ÿсĕмсемпе пĕрлех йывăрлăхĕсем те пур. Кăçалхи сивĕсене пула шыв пăрăхĕсем шăнса ларнă, ăна та хута янă. Çулла вĕсене çĕнетме, чугунран тунисене пластмассăпа улăштарма палăртнă.

Хĕлĕн юлашки уйăхĕ вĕçленет. «Труд» хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхшĕн вăл кăçал та хăрушă пулмарĕ: апат çителĕклĕ хатĕрленĕ, витесене вăхăтра юсаса çĕнетнĕ. Сăмах май, кунта çулла валли стройматериалсем хатĕрлеме пуçăннă та ĕнтĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 февраля 2010
00:00
Поделиться