Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕлтĕрçĕсем вăй виçрĕç

Аслă Чементи вăтам шкулта спорт вăйлă аталаннине хаçат вулакансем пĕлеççех ĕнтĕ. Физкультура учителĕ П. Макаров ертсе пынипе ачасем кĕçĕн классенченех спорта юратма вĕренеççĕ. Районта, республикăра иртекен ăмăртусенче час-часах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Йĕлтĕрпе чупса шкулăн 2 команди те районта 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Шкулта та Петр Васильевич тĕрлĕ ăмăрту ирттерсех тăрать. Хальхинче пурте йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен Д. Матросова, С. Волков, С. Макаров тата М. Матюшкина мала тухрĕç. 5-9-мĕш классенче вĕренекенсенчен Л. Антоновăна, В. Фроловăна, А. Макарова тата Ф. Япарова çитекен пулмарĕ. Çавăн пекех Е. Зотова, К. Иванова, А. Семенов, Ф. Антонов, А. Лысов, В. Яганов, А. Макарова тата Е. Иванова лайăх вăхăтсем кăтартрĕç.

Аслă классенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче çав тери хĕрÿ тупăшу пулчĕ. 10-мĕш класра вĕренекен А. Тимошкин, А. Медведев тата 11-мĕш класри Ю. Шапанов ыттисене кая хăварма пултарчĕç. Хĕрачасенчен О. Бахмисовăпа А. Ефремова мала тухрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2010
00:00
Поделиться