Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, Умри тĕллевсене палăртнă

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвне ертсе пынă май район пуçлăхĕ Н. Глухов иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, ăнăçусемпе çитменлĕхсене палăртнă, Вĕрентекен çулталăкĕнчи ĕç тĕллевĕпе паллаштарнă.

Планеркăра кулленхи ыйтусене те çивĕчлетнĕ. Хĕллехи тапхăрта çул-йĕре юр хÿсе каясран тасатса тăрасси, пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, çур акине хатĕрленсе вăрлăхсене тирпейлесси, сивĕсенче котельнăйсене пĕр тикĕс ĕçлеттересси – çакăншăн яваплă çынсен тĕп тĕллев пулмалла.

2010 çул Патăрьелсемшĕн тата ытларах асра пулĕ. Республика кунне чыслă, сумлă ирттерес тесен пысăк уява паянах хатĕрленни кирлĕ. Умрах – Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулĕ. Истори пĕлтерĕшлĕ уява та тĕплĕн хатĕрленмелле.

Районта Вĕрентекенсен çулталăкĕ старт илчĕ. Çавна май вырăнсенче педагогсен коллективĕсем ял халăхне концертсемпе савăнтараççĕ, хăйсен çитĕнĕвĕпе паллаштараççĕ. Ку ĕç малалла та пырать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 января 2010
00:00
Поделиться