Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Культура» телеканалăн творчество ушкăнĕ – Юхма енре

Кăрлачăн 17-23-мĕшĕсенче «Культура» телеканалăн творчество ушкăнĕ ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн районта пулнă. Вĕсене хамăр тăрăхри ял çыннисен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе райадминистрацин социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕ пай пуçлăхĕ С. Викторов паллаштарнă, чылай вырăна çитнĕ.

Телеканалăн шеф-редакторĕ Т. Родионова, М. Федоров операторпа А. Синявский инженер Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи аякри ялсенчен пĕрисенче – Люляра, Ульяновкăра, Ишлĕре, паллă ÿнерçĕ А. Кокель тăван ялĕнче Турханта, Тикеш хулаш таврашĕсенче пулса чăвашсен пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе кăсăкланнă, чылай саманта ÿкерсе илнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, аякран çитнĕ творчество ушкăнĕ çĕр пин юрăпа çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕн кăнтăр районĕнчен пысăк хавхаланупа, ырă шухăш-кăмăлпа кайнă.

Хамăр район пирки ÿкернĕ телепередачăна çак каналпа нарăсăн 25-мĕшĕнче пăхма пултаратпăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 января 2010
00:00
Поделиться