Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сăваплă ĕçрен пăрăнар мар

Савăнăçлă ачасене курсан чунра та ăшă туйăм çуралать. Шел пулин те кашниех телейлĕ ачалăхпа мухтанаймĕ. Хăшĕ-пĕри ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхне пула пĕчĕкĕллех терт-нуша серепинче асапланать.

Чăваш Республикинче пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çамрăк талантсене пулăшас, сусăр ачасемпе тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем валли укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыркăмăллăх марафонĕ старт илчĕ. Сăваплă ĕç чăвашсен ырă йăлипе – ниме мелĕпе иртет.

Чылай организаци-предприяти, уйрăм çынсем пулăшу пама ĕлкĕрнĕ. Вăл шутра – Юхмапа Пăла тăрăхĕнчисем те. Эпир те «Авангард» хаçат ĕçченĕсем, марафон пухмачне укçа куçарса патăмăр. Патăрьелсем ку енĕпе нихçан та кайрисем пулман. Чăнах та çак тĕпренчĕксене пурин те май çитнĕ таран пулăшасчĕ. Сăваплă ĕçрен пĕри те пăрăнар мар.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 января 2010
00:00
Поделиться