Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕтĕмĕшле йĕркене хăнăхмах тивет

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларура вун сакăр çул тултарман ачасемпе çыхăннă тăватă ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен ытларахăшне РФ административлă право йĕрки çинчен калакан Кодексăн 20.21 статйипе айăпланă. Ку вăл ачасем обществăлла вырăнта ÿсĕр пулса хăйсене кирлĕ пек тытманнипе çыхăннă. Милици сотрудникĕсем çакнашкал фактсене ытларах каçхине вунă сехет хыççăн тупса палăртнă. Апла пулсан ачасем пĕтĕмĕшле йĕркене, çак вăхăт хыççăн урама тухма юраманнине, çав-çавах пăхăнасшăн мар-ха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 января 2010
00:00
Поделиться