Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Олимпиада çĕнтерÿçисене саламлама кăмăллă

Кăрлачăн 16-мĕшĕнче Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ педколледжра географипе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн республикăри виççĕмĕш этапĕ иртнĕ, Канашра вара тутар чĕлхипе литературине тарăн пĕлекен вĕренекенсен республикăри олимпиади пулнă. Патăрьелсемшĕн икĕ тупăшу та ăнăçупа вĕçленнĕ.

Географипе йĕркеленĕ олимпиадăра район чысне виççĕн хÿтĕленĕ. Вĕсенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Э. Тихонов (вĕрентекенĕ В. Карягин), Туçари вăтам шкулти А. Кошкин (вĕрентекенĕ Л. Карягин) хăйсен тантăшĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Тутар чĕлхипе литературине юратакан çивĕч ăслă ачасенчен олимпиадăна Шăнкăртамри пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Тутар Сăкăтĕнчи 9, 10, 11-мĕш класра вĕренекен виçĕ хастар хутшăннă. Тутар Сăкăтĕнчи Д. Хайбуллова (вĕрентекенĕ Г. Айзатуллова) иккĕмĕш, Шăнкăртамри шкулсенчи А. Абейдулловăпа (вĕрентекенĕ Г. Абейдуллова) Д. Юнисова (вĕрентекенĕ С.Ишмуратова) пĕрремĕш вырăн йышăнса олимпиада çĕнтерÿçисем пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 января 2010
00:00
Поделиться