Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ФЕРМĂСЕНЧИ ТЕХНИКĂНА ТĕРĕСЛЕРĕç

Январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 5-мĕшĕччен районта республикăри Гостехнадзор инспекцийĕн планĕпе килĕшÿллĕн «Ферма» операци иртет. Çак вăхăтра ферма территоринче усă куракан тракторсемпе прицепсене, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене, çавăн пекех ытти оборудованисене те пăхĕç. Тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ – çын пурнăçĕшĕн, экологишĕн, çул-йĕр çинче хăрушлăх кăларса тăратакан техникăна тупса палăртасси.

«Ферма» операци вăхăтĕнче «Ростехнадзор» инспекцийĕн районти инспекторĕпе пĕрле АПК предприятийĕсем хушшинче хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕсем фермăсенче пулĕç. Тракторсемпе прицепсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, регистрациленнине пăхĕç. «Гостехнадзор 3.0» автоматизациленĕ управлени системине маларах регистрациленнĕ техникăсене кĕртесси, транспорта çÿретме ирĕк паракан документ пуррине пăхасси, кивĕ тата юрăхсăра тухнă техникăсене тата ытти оборудованисене регистрацинчен кăларасси патне те тимлĕх уйăрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 января 2010
00:00
Поделиться