Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă Çĕнтерÿ уявне хатĕрленсе

Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине çÿллĕ шайра ха-тĕрленсе ирттерес тĕллевпе йĕркеленĕ комиссин пĕр-ремĕш ларăвĕнче Çĕнтерÿ уявне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче йĕркелес тĕлĕшпе хатĕрленĕ плана пăхса тухрĕç. Ларăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ. Комисси йышĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, культура, çар ĕç комиссариачĕн, райхаçат редакцийĕн, шалти ĕçсен пайĕн, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен совечĕн, районти тĕнсен представителĕсене кĕртнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 января 2010
00:00
Поделиться