Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ урамсене – электроçутă

Районта «МРСК Волги» уçă акционер пĕрлешĕвĕн филиалĕн «Чăвашэнергон» делегацийĕ пулнă. Ăна В. Филиппов тĕп инженер ертсе пынă.

Делегацие район пуçлăхĕ Н. Глухов йышăннă. Калаçура Чăваш Республикин Президенчĕн çĕнĕ урамсене (ялсене) васкавлă электрификацилесси çинчен калакан 2009 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи Указне пурнăçлас тĕллевпе районти çĕнĕ урамсене электричество кĕртес пирки сăмах пынă.

2010 çулта çĕнĕ урамсене электрификацилемелли программăна Патăрьел районĕн 18 объектне кĕртнĕ. Çавна май 0, 4 киловольтлă электролини 15, 91 километр, 10 киловольтлă электролини 3 километр кармалла, 1639 киловатт хăватлă 15 трансформатор подстанцийĕ лартмалла. Пĕтĕм ĕç калăпăшĕ 33865 пин тенкĕлĕх пулмалла.

Пĕрремĕш тапхăрта, 2010 çулхи июнĕн 1-мĕшĕччен, килĕшсе татăлнă проектпа смета документациллĕ объектсенче ĕçе вĕçлемелле. Ун пек объект-сем пиллĕк. Ытти ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен 2010 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен проект хатĕрлемелле, вĕсем пирки тивĕçлĕ органсенче килĕшсе татăлмалла тата вĕсене «Чăвашэнергона» тăратмалла.

Тĕл пулура Патăрьелĕнчи электролинисене тата урама çутатмалли системăна çĕнетес пирки те калаçнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 января 2010
00:00
Поделиться