Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ют çĕр-шывра пулчĕ

Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах вăтам пĕлÿ илнĕ, халĕ Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Евгения Митрофанова Америкăна кайса килнĕ. Унпа хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ Г. Павлов тĕл пулса калаçнă. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.

-Женя, эсĕ университетра ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетĕнче виççĕмĕш курсра вĕренетĕн. Ман шутпа, унта вĕренме йывăртарах. Е аннÿ туртăмĕпе çавна суйласа илнĕ-и?

– Манăн акăлчанла шакăртаттарса калаçас килетчĕ. Çавăнпа шкулта та тăрăшса вĕренеттĕм. Аннене килте яланах акăлчанла калаçма ыйтаттăм. Çак туртăм аталанса пычĕ. Паллах, аннен тÿпи те пысăк кунта.

– Вĕреннĕ хушăрах Америкăна каяс шухăш епле çуралчĕ?

– Манăн çывăх юлташ Алиса унта каяс шухăш тытнăран.

– Чăваш Республикинчен мĕнле тухса кайрăр?

– Мускава поездпа çитрĕмĕр.Унта хамăр пек студентсемпе тĕл пултăмăр. Пирĕн тум çинче ятарлă программăн эмблеми пулнă.

– Америкăна Домодедово аэропор-тĕнчен вĕçрĕмĕр. Мускавран Вашингтона 10 сехет, унтан Нью-Йорка 3 сехет иртрĕ.

– Америкăра мĕнле кĕтсе илчĕç; Пĕр-пĕринпе тĕл пулсан чăвашла калаçаттăрччĕ-и?

– Пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Хăйсен пулăшăвне сĕнчĕç. Ĕçленĕ тапхăрта та пур енĕпе те пулăшсах тăчĕç. Алисăпа пĕрле хăна çуртĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ, пурăнасса уйрăм çын па-тĕнче хваттерте пурăнтăмăр. Чăвашран ĕçре мансăр пуçне 3 çын пулнă. Паллах, тĕл пулнă чухне акăлчанла калаçман. Чуна уçса хамăр чĕлхепе калаçаттăмăр.

– Пушă вăхăтсенче хулана тухса çÿреттĕрччĕ-и?

– Паллах. Тĕрлĕ вырăнта пулнă. Американецсем уçă кăмăллă çынсем.Вĕсен культура шайĕ çÿлте тăрать. Америкăри паллă юрăçсен концерчĕсенче пулма тÿр килчĕ.

– Ĕçлеме, унта пурăнма кăмăла каятчĕ-и?

– Çынсем хама кăмăллăн сывлăх сунни малтанлăха питĕ тĕлĕнмелле пек туйăнатчĕ. Çакă ĕçре хавхалантаратчĕ, пурăнас кăмăла çĕклетчĕ. Нью-Йоркра, Вашингтонра пултăмăр. Тĕлĕнмелли темĕн чухлех. Тахçанах курма ĕмĕтленнĕ вырăнсенче те пултăмăр.

– Мĕнлерех тухса килтĕр?

– Америкăра 4 уйăха яхăн пурăнтăмăр. Çак тапхăрта хамăр çĕр-шывшăн питĕ тунсăхласа çитрĕм. Аннепе аттене, асаннепе асаттене, йăмăка (Кристинăна) питĕ курас килетчĕ.

– Чăваш çĕрĕ çинче кам кĕтсе илчĕ?

– Мускавран Канаша поездпа килтĕм. Унта атте кĕтсе илчĕ.

– Тÿрех ху вĕреннĕ шкула кĕме шут тытрăн...

– Яла çитсен, анне ĕçре пулнине пĕлсе, тÿрех шкула çул тытрăмăр. Хирĕç анне, унтан йăмăк чупса тухнине курсан хама çĕр çинче чи телейлĕ çын тесе шутларăм.

Киле çитиччен çула май асаттепе асаннене курма кĕтĕмĕр. Уншăн вĕсем питĕ савăнчĕç.

– Малалла вĕренес ĕмĕтсем мĕнлерех?

– Ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетĕнче 5 çул вĕренмелле. Манăн вĕренмелли тата 3 çул юлать, тар тăкмалăх пур. Кайран тата тепĕр специальность илес шухăшлă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2010
00:00
Поделиться