Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллевсем: вăхăтлăх та, çулталăклăх та

Район пуçлăхĕ Н. Глухов ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Унăн ĕçне çавăн пекех райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем те хутшăннă. Паллах, çулталăк пуçламăшĕнчех пурнăçламалли тĕллевсене палăртса хуни питех те вырăнлă. Ĕç ăнăçлă пытăр тесен малтан тĕв тумаллах.

Маларах Н. Глухов районта Республика кунĕн хăш-пĕр мероприятине ирттересси пирки ятарлă канашлу пухнăччĕ. Çавна май хальхинче урăхрах çивĕч ыйтусем пирки калаçу пынă.

Район пуçлăхĕ Чăваш Республикин Президенчĕ экологиллĕ хăрушсăрлăх пирки тата республикăри çĕнĕ урамсемпе ялсене электрификацилесси çинчен кăларнă указсене пурнăçламалли тĕллевсене сÿтсе явассине тĕпе хунă. Указсене пурнăçламалли тĕп çул-йĕрсем пирки район пуçлăхĕн çумĕ – строительствăпа обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ И. Дикин тухса каланă. Вăл указсене пурнăçласа халиччен туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă, кăлтăксене палăртнă. Унсăр пуçне автомобиль çулĕсене хĕллехи вăхăтра тытса тăрасси пирки те асăннă.

Патăрьел районĕнчи патшалăхăн пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ В. Яковлев пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе 2009 çулта тата Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенче туса ирттернĕ ĕçсен итогĕсемпе паллаштарнă. Пушарсен тата вут хыпнин сăлтавĕ чылай чухне çынсен тимсĕрлĕхĕнчен, вĕсем пушара хирĕçле йĕркесене пурнăçламаннинчен килнине палăртнă.

Юлашки вăхăтра çĕр-шывра та, республикăра та документсен электронлă çаврăнăшĕпе ĕçлессине тимлĕх ытларах уйăрма тытăнчĕç. Çак ыйтусем пирки райадминистраци социаллă аталану, информациллĕ тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ С. Викторов тĕплĕн каласа панă. Çавăн пекех вăл ял поселенийĕсен сайчĕсене тишкерсе тухнă, 2009 çулхи итогсем тăрăх Турхан ял поселенийĕн сайчĕ чи лайăххине, уншăн дипломпа тата парнепе хавхалантарнине пĕлтернĕ.

Канашлура Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул тултарнине паллă тума хатĕрленес, Республика кунне ирттерес пирки те ĕçлĕ калаçу пулнă. Паллах, вĕсем çывăх вăхăтра тумалли ĕçсем, анчах та çулталăклăх тĕллевсем те сахал мар. Çакăн пек пĕтĕмлетме пулать хальхи канашлу ĕçне. Вĕсен пĕлтерĕшĕ пĕрре те пĕчĕк мар, мĕншĕн тесен çыннăн кулленхи пурнăçĕпе çыхăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2010
00:00
Поделиться