Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спартакиада итогĕсем паллă

Çулталăк вĕçĕнче çулсеренех ял тăрăхĕсем хушшинче йĕркеленĕ Спартакиадăна пĕтĕмлетеççĕ. 2009 çулта вăл спортăн 12 енĕпе иртнĕ. Чи хастаррисенчен Нăрваш Шăхаль, Турхан, Пикшик, Патăрьел, Аслă Чемен, Тăрăн, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсене асăнмалла. Çав вăхăтрах Алманчăсем, Ыхра Çырмисем, Шăхачсем Спартакиадăна ыттисем пек хапăл туман. Кзыл Чишма ял тăрăхĕ вара пĕр ăмăртăва та хутшăнман. Калăн, кунта спортпа туслă çын çук.

Иртнĕ çулхи Спартакиада итогĕпе Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ пĕрремĕш, Пикшик иккĕмĕш, Турхан виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Кăçалхи Вĕрентекен çулталăкĕнчи спорт тупăшăвĕ тата çивĕчрех пуласса шанас килет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2010
00:00
Поделиться