Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Моряк-ветерансем тăнăçлăхшăн çурта çутнă

Кивĕ Çĕнĕ çулта Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿре Николай атте ирттернĕ литургие Турра ĕненекен ытти çынсемпе пĕрлех район пуçлăхĕн канашçи В. Никитин, «Единая Россия» партин районти уйрăмĕн секретарĕ, «Движение за поддержку флота» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн президиум членĕ А. Казенов, Тинĕс-Çар флочĕн ветеранĕсем хутшăннă. Çак кунхине чиркÿре çĕр-шыв хÿтĕлевçин Федор Ушаковăн иконне сăвапланă. Ăна кĕлĕ çуртне иртнĕ çулхи çулла вырнаçтарнă.

Моряк-ветерансем çĕр-шыври тăнăçлăхшăн, сывлăхшăн çурта çутнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2010
00:00
Поделиться