Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Комьютера пĕлни пурне те кирлĕ

«Электронлă Раççей» федераллă тĕллевлă программăпа килĕшÿллĕн, малашне пирĕн Чăваш Республикинче патшалăх тивĕçтерĕвĕсене компьютерпа усă курса татса парĕç. Анчах та çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме хальхи вăхăтра аслă пиччесемпе аппасем ытларахăшĕ компьютер вăрттăнлăхне пĕлменни чăрмантарать. Çак ыйтăва майĕпен татса парас тĕллевпе Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшне компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарма вĕрентÿ курсне уçнă. Ăна ертсе пыракансем – информатика учителĕпе вĕренекенсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2010
00:00
Поделиться