Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирина Калентьева – чи лайăх спортсменка

Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви хăйĕн сайтĕнче 2009 çулхи чи лайăх спортсмена палăртас тĕллевпе сасăлав ирттерчĕ. Чи нумай сасă пухса унта Нăрваш Шăхальте çуралса ÿснĕ Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, маунтинбайкăн кросс-кантри енĕпе Тĕнче чемпионки Ирина Калентьева çĕнтерчĕ. Уншăн сайта кĕнисен 30, 81 проценчĕ сасăланă. Иккĕмĕш вырăнта – Михаил Ефремов. Вăл – Тайваньре иртнĕ Сурдолимпиада чемпионĕ.

Сасăлавра «Спортăн ылтăн пуласлăхĕ» номинаци те пулнă. Кунта Павел Магазеев мала тухнă.

Çĕнтерÿçĕсене январĕн 14-мĕшĕнче чемпионсен савăнăçлă каçĕнче чысланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2010
00:00
Поделиться