Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕмĕрлĕхе асра юлччăр

Çул хыççăн çул питĕ хăвăрт шăвать. Часах Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Историшĕн сахал мар вăхăт темелле. Вăрçă тапхăрĕнче е ун хыççăн çуралнă арçын ачасем халĕ шур сухаллă асаттесем е кукаçисем. Ун чухне çуралнă хĕрачасем те ватăлнă ĕнтĕ.

Çĕнтерÿ кунĕ – Раççей халăхĕшĕн питĕ пысăк паллă. Çак кун пур çĕрте те Тăван çĕр-шывшăн пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хураççĕ, пуç таяççĕ.

Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк пирĕн ялта та пур. Чăнах та, Çĕнтерÿ кунĕнче вăрçăра вилнисен ячĕсене вуласа параççĕ-ха. Ун хыççăн çак кунах хушаматсене çырнă хут сунтăха кĕрсе выртать те тепĕр çулччен тухмасть.

Ишлĕ тата Шетмĕ унччен уйрăм ялсем шутланнă. Историрен илес пулсан, Шетмĕсем Красноармейски районĕнчен килсе тĕплен-нĕ. Ишлĕ вара Тутарстан тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Эпĕ хам Шетмĕ çынни пулнăран, çак ялтан вăрçăра вилнĕ паттăрсем пирки сăмах пуçарасшăн.

1941-1945 çулсенче Аслă вăрçа кайнă çынсенчен 57-шĕ килне таврăнайман. Вĕсенчен чылайĕшĕн шăпи паянхи кун та паллă мар, хыпарсăр çухалнă.

Шетмĕ ялĕнчен вăрçă хирне тухса кайнисенчен Т. Зайцев, М. Мерзлов, Ф. Антонов, Д. Едифанов, А. Тимофеев, М. Ибасов, Д. Краснов, А. Тихонов 40-45 çула çитнĕскерсем пулнă. Вĕсемпе пĕрлех вун çичĕ çулта алла пăшал тытнă çамрăксем те пур. Н. Тарасов, В. Краснов, А. Иванов, К. Зотов, П. Лашманов çемье чăмăртичченех вăр-çăра ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Тăшман пульли никама та тиркемен: çамрăкне те, аслăрах çулхисене те. Пĕр килтен темиçешер çын та вăрçăран таврăнайман. Андрей, Харитон, Василий Тимофеевсен, Федор, Петр, Александр Ерофеевсен шăпи те çакнашкал пулса тухнă. Хальхи вăхăтра вăрçăра вилнĕ паттăрсен – И. Руссаковăн, П. Лашмановăн, К. Зотовăн, И. Мигушовăн, Е. Александровăн ялта пĕр тăванĕ те юлман. Çавăнпа та манăн кăмăлăмпа вăрçă хирне выртса юлнă салтаксен сăн ÿкер-чĕкĕсене пуçтарса çынсем çÿрекен, курăнакан вырăна стенд туса çаксан хисеплĕ пу-лĕччĕ. Çакна тума, ман шутпа, пысăк укçа-тенкĕрен ытларах пуçарулăх çеç кирлĕ. Тĕслĕх илме инçе каймалла мар. Пăлапуç Пашьелĕнче çак ырă ĕçе тăрăшса тунă. Стенд çине пăхса иртен-çÿрен те, палланă çынсем тăванĕсен сăнне курса пуç тайса иртеççĕ. Кăçал вара вĕсем тепĕр ырă пуçару тунă. Н. Тельцов ĕç ветеранĕ тăрăшнипе палăк умне çĕр çул тултарнă салтаксен ячĕпе уйрăм чечек кăшăлĕ хунă.

Пирĕн ялта 2010 çулта вăрçă хирне выртса юлнă 57 салтакран 18-шĕ çĕр çул тултарать. Паттăрсене ятран асăнса вĕсен ячĕпе уйрăм чечек кăшăлĕ хурсан пурне те кăмăллă пулĕччĕ. Ку вăл ял историйĕшĕн тăрăшниех.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2010
00:00
Поделиться