Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Волейболистсем тупăшрĕç

«Паттăр» физкультурăпа спорт комплексне уçнăранпа икĕ çул çитнĕ ятпа волейболистсен турнирĕ иртрĕ.

Малтанхи кун хĕрарăмсен командисем тупăшрĕç. Пурĕ ултă команда пуçтарăнчĕ: «Первомайск», «БСШ–1» (Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул), «Больница», «ФСК «Паттăр», Комсомольскипе Сĕнтĕрвăрри районĕсен.

Вăйăсем палăртнă вăхăтра пуçланчĕç. Финала тухассишĕн пыракан ăмăртусенче питĕ çивĕч тупăшусем пычĕç. Çапах та çак ултă командăран тăваттăшĕ: «ФСК «Паттăр», «БСШ – 1», «Сĕнтĕрвăрри» тата «Комсомольски» пĕрремĕш вырăншăн кĕрешме ирĕк çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăншăн «Комсомольски» командипе «БСШ–1» команда тупăшрĕç. Командăсем очко хыççăн очко илсе пĕр пек выляса пычĕç, çапах та Патăрьелсем вăйлăрах пулса виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Кубокшăн Сĕнтĕрвăрри районĕпе хуçасем – «ФСК «Паттăр» команда вылярĕç. Хăнасем епле тăрăшса, çивĕч те интереслĕ вылярĕç пулин те хуçасен командине çĕнтереймерĕç. «Паттăрсем» вĕсенчен 3:0 шутпа выляса илсе куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕç.

Тепĕр кунне арçынсен тăхăр команди пуçтарăнчĕ. Хамăр районтан «РОВД» (райшалĕçпайĕ), «Тойси», «Н.Шăхаль», «Сăкăт», «ТПК «Шыгырдан», «ФСК «Паттăр», «ЗАО «Батыревский» командăсем тата Вăрнар районĕн командипе Шăмăршă районĕнчи «Васан» команда.

Командăсене икĕ ушкăна пайларĕç. «А» ушкăнра: «Вăрнар», ТПК «Шыгырдан», «Н.Шăхаль», «ФСК «Паттăр» командăсем, «Б» ушкăнра «ЗАО «Батыревский», «РОВД», «Тойси», «Сăкăт», «Васан» командăсем тупăшрĕç.

Финала тухассишĕн выляса командăсем курма пуçтарăннă халăха тыткăна илчĕç. Кăна çакă та çирĕплетсе парать: «Паттăрпа» Вăрнарсем пĕрремĕш тапхăрта шута вăтăртан ирттерчĕç. Çивĕч тупăшура «ФСК «Паттăр» финала тухрĕ. «Б» ушкăнран финала «ЗАО «Батырев-ский» тата «Васан» командăсем тухрĕç.

Пĕрремĕшпе иккĕмĕш, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсемшĕн тупăшма малтан «ЗАО «Батыревский» командăпа «Вăрнар» тупăшрĕç. Вĕсем пĕр пек выляса пырса пĕр-пĕринчен пĕрер тапхăр выляса илсе виççĕмĕш тапхăра çитрĕç. Патăрьелсем вăйлăрах пулчĕç, пĕрремĕш вырăншăн тупăшма ирĕк çĕнсе илчĕç.

«Васан» командăпа «ЗАО «Батыревский» команда хушшинче те çивĕч тупăшу пычĕ. Çапах та Патăрьелсем çак çамрăксен командинчен выляса илсе малалла выляма тивĕçрĕç.

Виççĕмĕш вырăншăн «Вăрнар» тата «Васан» вылярĕç. «Васансем» Вăрнарсене 2:0 шутпа парăнтарса виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Пĕрремĕш вырăна тата куçса çÿрекен кубока çĕнсе илессишĕн «ЗАО «Батыревский» тата «ФСК «Паттăр» командăсем тупăшрĕç. Çивĕч вăйăсенче «ЗАО «Батыревский» команда питĕ тăрăшрĕ пулин те хуçасене парăнтараймарĕ. Куçса çÿрекен кубока тата пĕрремĕш вырăна «ФСК «Паттăр» команда çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «ЗАО «Батыревский».

Судьясен коллегийĕпе район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ăмăртăва пĕтĕмлетсе мала тата призлă вырăнсене тухнă командăсене грамотăсемпе, медальсемпе тата укçан хавхалантарчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2010
00:00
Поделиться