Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă пуçарăва хапăл тунă

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ историшĕн кашни çулах аякран аякка юлса пырать. Апла пулин те унăн пĕлтерĕшĕ хăйĕн хакне çухатмасть. Тăватă çул тăсăлнă хаяр вăрçăра ырă малашлăхшăн кĕрешсе пуç хунă салтаксен ячĕсем те асăмăртах. Вĕсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ.

Çак шухăшсене тĕпе хурсах ĕнтĕ Тури Чакăсем граждансен пухăвĕнче ял халăхĕн вăйĕпе, хастарлăхĕпе Аслă вăрçăра пуç хунисене хисеп туса палăк-часовня лартма шут тытнă. Ырă пуçарăва пурте тенĕ пекех хапăл туса йышăннă. Ара, вăрçă варкăшĕ кашни килех кĕрсе тухнă-çке. Чылай çемьешĕн вăл пирчейми суран пулса юлнă. Пысăках мар Тури Чакă ялĕнчен 77 салтак вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Хăш-пĕр çемьерен 2-3 салтак та хыпарсăр çухалнă.

– Пуху хыççăнах ырă пуçарăва хапăл тунă ял халăхĕ проектпа килĕшÿллĕн пулас палăк вырăнне йывăçсенчен тасатма, тирпейлеме, никĕс валли çĕр ха-тĕрлеме кар тухрĕ. Пуçламăш ĕçсене пурнăçлама 58 çын хутшăнчĕ. Халĕ палăк никĕсĕ хатĕр, утма çула та тирпейлесе пĕтернĕ. Сивĕ вăхăтĕнче ĕçсем чарăнчĕç-ха. Çапах та Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă тĕле палăк-часовньăна хута ярас тесен, уйрăм çынсенчен те, вырăнти администрацинчен те пулăшу кирлĕ. Палăк çине 77 паттăрăн ятне ылтăн шывпа çырса вырнаçтарасшăн. Тури Чакăри пĕр паттăр салтакăн ячĕ те ан манăçтăр, – каласа парать çак пархатарлă ĕçе пуçарса яракан хастарсенчен пĕри И. Никифоров ĕç ветеранĕ.

Ырă ĕçĕн яланах хакĕ пысăк. Шанас килет: Тури Чакăсем хăйсен тĕллевне пурнăçлĕç.

А. ЕГОРОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2010
00:00
Поделиться