Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вунă ача Президент елкинче савăннă

Тунтикун, раштавăн 28-мĕшĕнче, Шупашкарти оперăпа балет театрĕн хăтлă залĕнче республика шайĕнче Президент елки иртнĕ. Капăр чăрăш тавра юрласа-ташласа савăнма, Хĕл Мучипе Юрпикен кучченеçне тутанма кашни районтанах тĕрлĕ çулхи ачасем пĕрле пуçтарăнаççĕ.

Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьел центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районтан Президентăн Çĕнĕ çулхи елкине сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах вунă ача хутшăннă, пуринпе те пĕрле кăмăлтан савăннă. Çак кун вĕсемшĕн нумайлăха асра юлĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2009
00:00
Поделиться