Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Учитель çулталăкĕ старт илчĕ

Çак каçхине Ишлĕри ял клубне шкул коллективĕн концертне пахалама халăх йышлă пуçтарăннă. Ял тăрăхĕнче Учитель çулталăкĕ старт илчĕ темелле.

Вĕрентекенсем ашшĕ-амăшĕпе ял халăхĕ валли паха концерт хатĕрленĕ. Сцена çинче чăваш, вырăс халăхĕн çепĕç юррисем, акăш евĕр ташшисем черетленсе çеç тăнă. Шкул, çемье пурнăçĕпе çыхăннă шÿтлĕ сценкăсене те пăхма интереслĕ пулнă. Юлашкинчен ял халăхне пуян концертпа савăнтарнăшăн, Çĕнĕ çул умĕн ырă кăмăл парнеленĕшĕн Л. Краснова учитель-пенсионерка чун-чĕререн тав тунă, шкул коллективне Учитель çулталăкне ĕçри пысăк çитĕнÿпе ирттерме ырă суннă. Çакнашкал концертсем малашне ытти ялсенче те иртĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2009
00:00
Поделиться