Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кивви юлтăр хыçала, ĕмĕт чĕнтĕр малалла

2009 çулăн юлашки кунне хыçа хăваратпăр. Пурнăç пăрнăçĕсемсĕр иртмерĕ пулин те истори страницине çырăнса юлакан çулталăкра лайăххи те сахал мар пулчĕ.

Малтанах районта тухса тăракан «Авангард» хаçатăн тиражĕ çур çултан çур çула ÿссе пынине палăртар. Вулакансен йышĕ хушăннине çирĕплетет çакă. Район хыпарĕсем кашни çыннах кăсăклантарма тивĕç те. Мĕн чухлĕ информаци илме пулать пĕр номертенех. Районăн экономика аталанăвĕ, строительстви, социаллă пурнăçĕ, ял хуçалăх проблеми, культура, медицина, вĕрентÿ, спорт таппи яр уççăн курăнать. Хаçатсăр Патăрьелĕнчен аякра вырнаçнă ялсен пурнăçне, пĕлеетпĕр-и-ха; Районăн ĕçчен, паттăр халăхĕн çитĕнĕвне чухлаятпăр-и; Паллах, çук. Районта пĕртен-пĕр хыпарсен çăл куçĕ те «Авангард» çеç. Хакĕ те ÿсмерĕ унăн. Эрнере икĕ хутчен вулакан патне çитет вăл. Шартлама сивви те, йĕпе юрлă çумăрĕ те хăратмасть почтальонкăсене. Хул урлă çакан сумки малашне те тулли пултăр вĕсен. Килрен киле хыпар илсе çитерекенсен сывлăхĕ ан хавшатăр.

Хаçата пуян содержаниллĕ, географи тĕлĕшĕнчен анлă тума обществăлла корреспондентсем те пулăшаççĕ. Электронлă шутлав техникин ĕмĕрĕнче «çуран» килекен хыпар çуках редакцие. Нăрваш Шăхалĕнчен Б. Кошкинпа В. Бородкин, Аслă Чементен Н. Кошелева, Кзыл Чишмаран М. Абдуллин, Упамсаран Г. Васильев, П. Вавилов, Патăрьелĕнчен А. Антонова, Г. Хлебникова, В. Антипов, О. Галкина, Чăваш Ишекĕнчен С. Кулакова, Тăрăнтан Л. Лялькин, Ыхра Çырминчен Ф. Яббарова, Хирти Пикшикрен З. Макачев, И. Пазюкова, Ф. Фазуллин, Çĕнĕ Ах-пÿртрен Л. Казакова тата ыттисем çамрăк чухнехи хастарлăха çухатмаççĕ. Хаçата хыпар çине хыпар ярассине хăйсен тивĕçĕ вырăнне хураççĕ. Вĕсенчен ырă тĕслĕх илсе вĕренсе пыракансене те палăртса хăварас килет. Туçари вăтам шкулти А. Табакова, Ыхра Çырминчи Ю. Кулакова, Турханти Э. Трошкина, Кивĕ Ахпÿртри А. Белкова тата ыттисем те хаçатпа туслă çыхăну тытаççĕ. Алманчăри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Туçари, Ыхра Çырминчи, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсенче вĕренекен çамрăк çыравçăсен кружок членĕсем хăйсен сăвви-калавне çитерсех тăраççĕ.

Унчченрех хаçат редакцийĕнче вăй хунă Н. Волков, В. Мальцева, Р. Гайфин та çыру ĕçне манăçа кăлармаççĕ.

Пуçласа сăвă çырма хăнăхакан шкул ачисем, поэзи анинчи тарăн йĕр тунă аксакалсем валли те вырăн тупăнать ятарлă кăларăмсенче.

Çĕнĕ Ахпÿртри В. Люкин кроссворд хатĕрлеме ăста.

Район прокурорĕ Ю. Фуражников, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ф. Майорова, шалти ĕçчен пайĕн, пушар хуралĕн сотрудникĕсем саккунпа çыхăннă çĕнĕлĕхсене халăх патне хаçат урлă çитереççĕ.

2010 çул та пĕлтерĕшлĕ событисемпе пуян. Учитель çулталăкĕ хăйех мĕне тăрать. Хали-ччен хаçат çырăнса илме ÿркенекеннисем çакна шута илеймерĕç те пулас-ха.

Республика кунне районта ирттереççĕ. Хăнасене кĕтсе илме халех хатĕрленме пуçăнмалла. Апла пулсан ĕçĕ те кăтартуллă, тирпей-илемĕ те курăмлă пултăр тесе тăрăшмалла.

Мĕн пур лайăххине обществăлла корреспондентсем вара малашне те пĕлтерсе тăма манмаççех пулĕ тетпĕр. Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа вĕсене пурнăçра çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Хамăрпа çыхăну тытнăшăн тав тăватпăр. Малашне те хыпарсем кĕтетпĕр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2009
00:00
Поделиться