Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçсем курăмлă, утăмсем сулмаклă

Вăхăт кустăрми пиртен ыйтмасть, ялан малалла талпăнать. Акă, паян, черетлĕ 2009 çулпа сыв пуллашатпăр. Чаплă уявра вара иртнĕ пулăмсене, çитĕнÿсене аса илесси йăлана кĕнĕ. Паянхи тĕл пулура район пуçлăхĕпе Н. Глуховпа шăпах çав ыйтусене хускатас терĕмĕр, Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн чи паллă, асра юлмалли пилĕк çитĕнĕве асăнма ыйтрăмăр.

– Тĕпрен илсен, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ начар мар иртрĕ. Район малаллах ăнтăлчĕ, çĕнелчĕ, вăхăт таппипе пĕрле аталанчĕ.

Пирĕн тăрăхра темĕнле пысăк промышленность предприятийĕсем çук. Тĕп пуянлăх – çĕр. Вăл пире ĕçпе те тивĕçтерет, тăрантарать те, тумлантарать те. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа ырă улшăнусем куç кĕретех. Ял çыннишĕн пĕчĕк процентлă кредит уйăрни хăçан пулнă тата; Районти уйрăм хуçалăхсенчен 31 проценчĕ çак çăмăллăхпа усă курма та ĕлкĕрчĕ.

Çĕр çыннин ĕçне тĕш тырă тата çĕр улми тухăçĕпе хаклатпăр. Ку кăтартусем вара пирĕн республика шайĕнче те ăмсанмаллисем. «Батыревский» хупă акционерлă пĕрлешÿ (ертÿçи П. Ялуков) «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерессипе Чăваш Енри пур хуçалăха та кая хăварма пултарчĕ. Тепĕр ырă пулăм вăл – 912 гектар усă курман çĕре çĕнĕрен ĕçе кĕртни.

Иккĕмĕш çитĕнĕве вара ял тăрăх пуçлăхĕсен, предприяти-учреждени ертÿçисен, уйрăм çынсен пуçарулăхĕпе, çĕнĕлле ĕçлес туртăм пысăккипе çыхăнтарасшăн. Çак енсене пула Юхмапа Пăла тăрăхĕ 80 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ премипе грант выляса илни чăн-чăн паттăрлăх мар-и; Акă, 2008 çулхи кăтартусемпе район республикăри муниципалитетсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнса 690 пин тенкĕлĕх премие тивĕçрĕ. Патăрьел тата Алманчă ял тăрăхĕсем (пуçлăхĕсем А. Ялуковпа Г. Фомин) экономика кăтартăвĕсемпе республикăра мала тухса 200-шер пин тенкĕлĕх пуянланчĕç. Тăрăн ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ В. Рубцов) 40 миллион тенкĕлĕх грант выляса илсе ĕçе кĕртме пултарчĕ. Сăкăт ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ В. Кузнецов) 15 миллион тенкĕлĕх грант, районти культура учрежденийĕсем конкурсра çĕнтерсе 4 миллион тенкĕлĕх автоклубсемпе тĕрлĕ музыка инструменчĕ туянма ирĕк илнине тата ытти конкурс çĕнтерÿçисене мĕнле ырăпа асăнмăн.

Çак укçа-тенкĕ пĕтĕмпех халăх пурнăçне, район сăн-сăпатне ла-йăхлатас ĕçре вырăнне тупнă.

Виççĕмĕш çитĕнÿ, паллах, строительство ĕçĕсем кал-кал пыни. Ял урамĕсем улшăнса çĕнелнине суккăр çын çеç хирĕçлеме пултарĕ. «Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси» программăпа килĕшÿллĕн 17 çуртра строительсем 15 миллион тенке яхăн юсав ĕçĕсем пурнăçларĕç. Пĕр вăхăталла çĕкленĕ пÿртсенче пурăнакансемшĕн халĕ çумăр та, çил-тăман та хăрушă мар. Тата 201 хваттере «кăвак çулăм» ырлăхĕ çитни вĕсен хуçисемшĕн нимĕнпе виçейми пысăк савăнăç.

Çавăн пекех йăлари каяшсен полигонĕпе çыхăннă ыйтусем уçăмланчĕç: проект хатĕр.

Чăваш Ен Президенчĕ Н.В. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли» Çырăвĕнче экологи ыйтăвне çивĕч хускатрĕ. Çапла, çут çанталăкшăн пирĕн кашни кунах тăрăшмалла, йĕри-тавралăха симĕс тум тăхăнтартмалла. Район халăхĕ ку енĕпе ĕçлемест тесе калаймăн. Патăрьелĕнче çеç мĕн чухлĕ йывăç лартса хăвармарăмăр-ши;

Тăваттăмĕш çитĕнÿ – районта чăвашсем, тутарсем, ирçесем, мăкшăсем, вырăссем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнни.

Пиллĕкмĕш çитĕнÿ – сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем ÿсни. Физкультурăпа спортра куллен сывлăха çирĕплетекенсен кăтартăвĕ 26, 2 процентпа танлашать. 189 спорт сооруженийĕнче харăсах 5020 çын çан-çурăмне пиçĕхтерме пултарать.

Юпа уйăхĕнче çеç Кĕçĕн Патăрьелĕнче тĕнче шайĕнчи спорткомплекс уçрăмăр. Ăна хута яма 40 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Çапла, сывлăхшăн нимĕн те шел мар. Ялсенче катоксем уçни те хамăршăнах усăллă. Ку енĕпе уйрăмах Çĕнĕ Ахпÿрт, Патăрьел, Шăнкăртам, Первомайски, Сăкăт çамрăкĕсем харсăр. Чăнах та, район халăхĕ физкультурăпа тата спортпа туслашнине, культурăн çÿлти шайне туртăннине палăртма питех те кăмăллă.

Нăрваш Шăхаль хĕрĕ Ирина Калентьева маунтинбайкăн кросс-кантри енĕпе 2009 çулта тĕнче чемпионĕ ятне тивĕçнипе епле мухтанмăн тата;

Çак çитĕнÿсем район халăхĕн ĕçченлĕхне тата вăл çĕнни патне хăюллăн туртăннине çирĕплетеççĕ. Пирĕн вара малашлăх пысăк. Кăçал çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 524 ача кун çути курчĕ.

Район çыннисене Çĕнĕ çулпа саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп.

2010 çул пирĕншĕн телейлĕ, çав вăхăтрах питех те яваплă çулталăк. Патăрьел çĕрĕ хăй патне Республика кунне паллă тума пуçтарать-çке. Çавăнпа та хăнасем умĕнче пит-куçа хĕретес мар тесе ырми-канми тăрăшар.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2009
00:00
Поделиться