Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çултан çĕннине, ыррине кĕтетпĕр

М. Калмыков, район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай пуçлăхĕ:

– Иртсе пыракан Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ районшăн начар мар пулчĕ. Çуркуннехи çанталăк услови-йĕсем савăнтармарĕç пулин те, маларахри çултан ытларах тĕш тырă, çĕр улми туса илтĕмĕр. Пысăк мепроприятисенчен «Хир кунĕ-2009» республика куравĕ чылайччен асра юлĕ. Курма килнисем ял хуçалăхĕнче, ытти производствăра усă куракан çĕнĕ техникăпа паллашрĕç.

Çĕр ĕçченĕшĕн кирек хăш ял хуçалăх çулталăкĕ те çăмăл килмест. Çапах та кашнийĕнчех пĕрлехи вăйпа йывăрлăха çĕнтернĕ, акса-лартса çитĕнтернĕ культурăна пуçтарса илнĕ. Çĕр-шывĕпе хуçаланакан кризисра та пире ансатах пулмĕ. Апла пулин те пирĕн район ăна парăнтарма хатĕр тесе шутлатăп.

Çĕнĕ çулта çĕр ĕçченне хавхаланса ĕçлемелли сăлтав нумай пултăр. Йывăрлăхсене парăнтарса малтанхи пекех тĕрлĕрен наци проекчĕсене пурнăçа кĕртер. Вĕсем пурте халăх ытлă-çитлĕ, лайăх условисенче, культурăллă пурăнассипе çыхăннă.

Ю. Фуражников, район прокурорĕ:

– Çĕнĕ çул умĕнхи шухăш-кăмăл начар мар. Нумай пулмасть район прокуратурин кăçалхи ĕçне республика шайĕнче тĕрĕс-лерĕç, лайăх хак пачĕç. Ку вара район тăнăçлăхĕпе те çыхăннă. Пĕтĕмĕшле илсен преступлени тăвасси чакнă.

Çитес çул районта – Республика кунĕ. Пысăк пĕл-терĕшлĕ халăх уявне лайăх кăмăлпа кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Чăн малтанхи тĕллев – хамăрăн ĕç кăтартăвне тата ытларах лайăхлатасси. Çĕнĕ çулта юсав ирттернĕ капăр çуртра, хăтлă пÿлĕмсенче ĕçлеме пуçласшăн.

В. Яковлев, районти пушар чаçĕн начальникĕ:

– Пирĕн пушар хуралĕн ĕçченĕсемшĕн вут-кăварпа инкек-синкек тухман кун – хăй пĕр уяв. Çын куççулĕ пурин чĕрине те ыраттарать-çке. Çавăнпа тигр хăватлă та хăрушă чĕр чун пулин те унăн çулталăкĕ лăпкă, канлĕ ирттĕр. Вăл кашни çемьене телей те юрату, тату пурнăç илсе килтĕр.

Л. Бармакова, районти Перекет банкĕн работникĕ:

– Пирĕн çемьешĕн Çамрăксен çулталăкĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ ĕç районти Пенси фончĕ урлă амăшĕн капиталĕн укçине йăлтах тĕллевлĕ ĕçе кĕртни.

Çĕнĕ çул çемьешĕн, банк коллективĕшĕн ăнăçлă пултăр. Кризис тапхăрĕнче ĕç вырăнĕсене чакармасăр малалла ĕçлемелли майсем тупăнччăр. Яланхи пекех клиентсем пирĕн юратнă туссем пулччăр.

Г. Иванова, Патăрьелĕнчи «Солнышко» ача сачĕн воспитательници:

– Кивĕ çулти лайăх пулăмсем пурте 2010 çула куçчăр. Педагогсен коллективĕнче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлетĕп. Çавăнпа та çывхарса килекен Учитель çу-лĕнче вĕрентекенсемшĕн, çав шутра çул çитмен ачасемпе ĕçлекенсемшĕн те, ырă пулăмсем, хавхаланусем нумай пулччăр. Ача шăпи педагог аллинче-çке.

Çĕнĕ çултах ывăлăма авлантарасшăн. Асанне-асатте пуласчĕ-ха...

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2009
00:00
Поделиться