Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çул ячĕпе – пысăк парне

Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин кăçалхи юлашки ларăвĕнче Нăр-ваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти икĕ ачана, Тутар Сăкăтĕнчен пĕрне «хура» списокран кăларнă. Тĕрлĕрен преступлени туса йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллине çакланнă çул çитмен ачасем хăйсен йăнăшне ăнланнă, тÿрĕ çул çине тăнă, ытти енĕпе те ырă енне туртăннă.

– Çакă сирĕншĕн Çĕнĕ çул ячĕпе пысăк парне пултăр. Малашне вĕренÿре те, спортра та, обществăлла ĕçре те хастар пулăр, – терĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, комисси председателĕ Р. Селиванов ачасене ырă сунса.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 декабря 2009
00:00
Поделиться