Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уява та хатĕрленмелле, налукне те тÿлемелле

Районти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисен, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пычĕ.

Канашлура паянхи кун чи çивĕч тăракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Паллă ĕнтĕ, 2010 çулта районта Республика кунĕн хăш-пĕр мероприятийĕ иртет. Ăна тĕплĕн, пур енлĕн хатĕрленес пирки калаçу тĕп вырăнта пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне халех хатĕрленмелли пирки те калаçрĕç.

Хăш-пĕр предприятипе организаци физикăллă сăпатсен налукĕсене тÿлессипе çителĕксĕр ĕçлет. Ку, паллах, чылай социаллă ыйтусене татса панă çĕрте чăрмав кÿрет. Район пуçлăхĕ çак кăлтăка хăвăртрах пĕтерме хушрĕ.

Канашлура кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне çÿллĕ шайра тытса тăмалли пирки те калаçрĕç. Унсăр пуçне 10 уйăхри санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне тишкерчĕç, район архивне документсем тăратмалли йĕркепе паллаштарчĕç.

(Хамăр корр).



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2009
00:00
Поделиться