Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республикăри ăмăртура

Шупашкарта 1997–1998 çулсенче çуралнă шкул ачисем хушшинче баскетболла выляса республикăра мала тухмалли ăмăрту иртрĕ. Район чысне Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем хÿтĕлерĕç. Хĕрачасен ушкăнĕнче те, арçын ачасен ушкăнĕнче те пирĕн команда иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Команда чысĕшĕн Е. Карикова, Э. Кучатова, Н. Плешкова, И. Сафьянова, Е. Хураськина, Т. Илехметова, Н. Каштанова, Г. Мухутдинова, Т. Лекарева, А. Хлебникова, И. Абдулвалеев, А. Елкин, С. Селиванов, Д. Салихов, Д. Синеев, Р. Кошкин, Н. Яковлев, Д. Валеев, Р. Ахметов, С. Артемьев тăрăшса вылярĕç. Командăсене В. Падисовпа В. Солдатов хатĕрлерĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2009
00:00
Поделиться