Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар кашнинех асăрхануллă пулма ыйтать

Инкек-синкек чылай чухне ÿкĕнĕçлĕ пулать. Пушар та çавах. Нумай пулмасть Еншикри Масловсен хуçалăхĕнче çурçĕр иртсе виçĕ сехетре пушар тухнă. Çак кунхине кил хуçи мунча хутнă пулнă. Юсавсăр мăрйине вара асăрхаман е тирпейлеме манса кайнă. Инкекĕн сăлтавĕ шăпах çавăнпа çыхăннă. Юрать-ха, вут-çулăм пурăнакан çуртне хыпса илсе сиенлемен. Шартлама хĕл кунĕсем умĕн пурин те мăрьесене лайăх юсаса йĕркене кĕртмелле. Инкекрен маларах асăрханни вырăнлă.

Çак кунсенчех пушар хуралĕн инспекторĕсем Çĕнĕ Ахпÿртри тепĕр пушара шута илнĕ. Ку вара çурт-йĕр сиенленнипе çыхăнман. Электрооборудовани юсавсăррине пула çăмăл автомашинăна вут хыпнă. Водительсен те техникăна пур енлĕ лайăх пăхса тăмалла çав.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2009
00:00
Поделиться