Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар хуралĕ асăрхаттарать

Кăçалхи вунă уйăхра районта 35 пушар пулнă, вĕсем 1484166 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.Вут-çулăмра 11 çурт çунса юрăхсăра тухнă, 16-шĕ сиенленнĕ, 5 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.

Вут-кăвар инкекĕн сăлтавĕ тĕрлĕрен.Çапах та чи пысăкки–электрооборудованипе усă курнă чухне асăрханусăр пулни .Çулталăк пуçланнăранпа вут-çулăмпа асăрханусăр пулнăран 11, юсавсăр кăмакапа усă курнăран 2 инкек пулнă.

Хăрушă вут-кăвар пурлăха туххăмрах кĕле çавăрать. Çавăнпа та электроприборсене, газ хатĕрĕсене, чĕртнĕ кăмакасене сÿнтермесĕр ниçта та тухса каймалла мар . Ачасене инкек пуласран асăрхаттарсах тăмалла . Шăрпăка вĕсен алли çитмелли вырăна хумалла мар. Инкек тени куçа курăнса килмест пулин те ăна парăнтарма яланах хатĕр тăмалла.

Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче «Пурăнмалли çурт-йĕр–2009» операцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ.Çак вăхăтра пушар хуралĕн, ВДПО ĕçченĕсем çынсем пурăнакан çурт-йĕре тĕрĕслерĕç. Операцие ял тăрăх специалисчĕсемпе участоксенчи милици уполномоченнăйĕсене те явăçтарчĕç. Ытларах пĕччен пурăнакан ватăсем, нумай ачаллă, ĕçкĕ- çикĕпе иртĕхекен çемьесем пурăнакан çуртсене çитсе курма тăрăшрĕç. Ĕçе пĕтĕмлетсен çакă курăнчĕ: ытларахăшĕ кивелнĕ электропроводсемпе усă кураççĕ, кăмакасене вăхăтран -вăхăта юсамаллине, ÿсĕрле пирус туртни пысăк инкек патне илсе пынине манаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2009
00:00
Поделиться