Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Призерсем паллă

Аслă классенче вĕренекенсен технологи предмечĕ пулмасть пулин те районти олимпиадăна хутшăнма вĕсем те хирĕçлемерĕç. Вăл хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче уйрăмшарăн иртрĕ. Арçын ачасенчен Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Д.Мышин ( вĕрентекенĕ Н.Ярусов), Аслă Чементи вăтам шкулти К.Аветисян (Г.Фролов), Первомайскинчи вăтам шкулти Д.Кузьмин (Н.Романов), хĕр ачасенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен А.Кириллова, Н.Хураськина, А.Илеменова (ертÿçи Л.Евсеева) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Акăлчан чĕлхипе ирттернĕ олимпиадăна 65 вĕренекен хутшăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти тăххăрмĕш класри Д.Медведева ( вĕрентекенĕ Ф.Югаметова), вуннăмĕшсенчен А.Шерезданова (Э.Карягина), вунпĕрмĕшсенчен Г.Тямина (З.Чабатова) пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Аслă Чементи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Туçари вăтам, Шăхачри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем.

Вырăс литературипе районта ирттернĕ олимпиадăна тăххăрмĕш класри 30, вуннăмĕшпе вунпĕрмĕшĕнчи çирĕмшер вĕренекен хутшăнчĕ. Малти вырăна тăххăрмĕш классенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти К. Фуражникова, вуннăмĕшсенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Д. Хитрова, вунпĕрмĕшсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Т.Туктанова йышăнчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: призерсен шутне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсенчен тата иккĕн А. Илеменовăпа О. Руссакова ( учителĕсем В. Афанасьева, А. Майрина), Патăрьелĕнчи икĕмĕш вăтам шкултан тата иккĕн Э. Тихоновпа А.Кудрявцева ( учителĕсем А. Табакова, В.Васюткина), Туçари вăтам шкултан виççĕн А. Козлова, А. Кересева, Т. Гаврилова ( А. Мулюкова), Турхантан С. Богданова (Р. Родионова ), Çĕньялтан Е. Маркизова ( В.Маркизова), Первомайскинчен К. Макарова (Л .Романова ) кĕчĕç.

Филологи олимпиадин çĕнтерÿçисене республика тупăшăвĕнче ăнăçусем сунатпăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2009
00:00
Поделиться