Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçкĕпе вилĕм хушши кĕске

М. гражданка, 1974 çулта çуралнăскер, хăйĕн мăшăрĕпе Л. гражданинпа Анат Тăрмăшĕнче пурăннă. Вĕсен виçĕ пĕчĕк ача. Хĕрарăм “Знамя” çĕр ĕç фирмине тĕрлĕ ĕçе çÿренĕ. Мăшăрĕ Мускава тата Мускав облаçне ĕçлеме кая-кая килнĕ. Упăшки çук чухне хĕрарăм эрех-сăрана тиркесе тăман, унччен судпа айăпланнă Д. гражданинпа тĕл пулкаланă. Черетлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче М.-па Д. хушшинче хирĕçÿ сиксе тухнă. Малтан тишкернĕ тăрăх, унăн сăлтавĕ – эрех. Хирĕçÿ-тавлашу вăхăтĕнче Д. М-на ĕнсинчен çĕçĕпе чикнĕ, хĕрарăм юн нумай кайнипе вилнĕ. Мĕн хăтланнине ăнланнă хыççăн Д. гражданин та хăй çине алă хунă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2009
00:00
Поделиться