Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

450-мĕш пепке–Çĕньялтан

Раççей шайĕнче йышăннă Çамрăксен, Чăваш Енри Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ демографи тĕлĕшĕнчен илсен ăнăçлă иртсе пырать. Çак кунсенче райадминистрацин ЗАГС пайĕнче 450-мĕш ачана регистрациленĕ. Çĕньялти Шакинсен çемйине Эльвира хутшăннă. Вячеслав Анатольевичпа Тамара Николаевнăшăн, вĕсен тăван-пĕтенĕшĕн çакă пысăк савăнăç.

Ку таранччен районта çуралнă ачасенчен ытларахăшĕ хĕр ачасем. Ашшĕ-амăшĕ пуринчен ытла Анастасия, Анна, Виктория ятсене кăмăллани туйăнать. Арçын ачасенчен Александр, Кирилл, Артем ятсене хураççĕ.

Çемьене хутшăннă «çĕнĕ кайăксенчен» 188-шĕ пĕрремĕшсем, 166-шĕн аслă аппăшĕ е пиччĕшĕ пур, 76-шĕ виççĕмĕшсем, 135-шĕ вара пысăк çемьене хутшăннăскерсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2009
00:00
Поделиться