Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуратнă ачана юратса пăхмалла

Çут тĕнчене килнĕ кашни ачана ашшĕ-амăшĕ кирлĕ пек воспитани парса сывă çитĕнтермелле. Анчах, шел пулин те, пурнăçра яланах ун пек пулса пымасть. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене умлă-хыçлах çуратаççĕ, анчах вĕсене кирлĕ пек пăхмаççĕ. Çул çитмен ачасен ĕçĕпе тимлекен районти комиссин иртнĕ ларăвĕнче Сăкăтри пилĕк ача амăшĕ пирки ĕç пăхса тухнă. Вĕсем тимсĕрлĕхне, тирпейсĕрлĕхне пула ачисем йывăр условинче пурăнаççĕ. Çылăхсăр чунсем мĕн сăлтавпа çапла амăшĕнчен айăплав тÿсеççĕ-ши; Ачасене пурте хамăра шанса çурататпăр- çке.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2009
00:00
Поделиться