Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Треньелсемшĕн футбол юратнă вăйă

Треньелте пурăнакансемшĕн спорт тупăшăвĕсенчен ытларах футбол çывăх. Çавăнпа та пулĕ кунта тĕрлĕрен сăлтавпа час-часах футбол турнирĕсене йĕркелеççĕ. Нумай пулмасть çеç ăна В. Муськин футбол ветеранĕ ячĕпе ирттернĕ.

Ăмăртăва пĕр ялтан тăватă команда хутшăннă: «Керамик» – ветерансен (капитанĕ О. Романов), «Юность» – ял çамрăкĕсен (А. Марков), «Красновцы» – вĕренекенсен (С. Мясников), «Чебоксарский» – тĕп хуламăрти тĕрлĕ вĕренÿ шкулĕсенчи студентсен (А.Анисимов) ушкăнĕсем.

Турнир питĕ кăсăклă иртнĕ. Спортсменсем пĕри теприне парăнасшăн пулман. Çапах та Шупашкарти студентсен команди вăйă çĕнтерÿçи ятне чыслăн тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 октября 2009
00:00
Поделиться