Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Треньелсем ăмăртура тĕлĕнтернĕ

Патăрьел тăрăхĕ ытти районсемпе танлаштарсан чăнласах та вăйлă, пултаруллă спортсменсемпе пуян. Çак кунсенче, Треньел хĕрĕ Ирина Юманова Канаш районĕнчи Шелттем ялĕнче СССР спорт мастерĕн, РСФСР тава тивĕçлĕ физкультура работникĕн В.М. Краснов призне çĕнсе илессишĕн хăвăрт утас енĕпе пынă республикăри ăмăртура виçĕ çухрăмлă хушăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Олимп резервĕсем хатĕрлекен училище студенткин, Тĕнче класлă спорт мастерĕн маларах кунтан çивĕч кĕрешÿре те хăйне тĕрĕслеме тивнĕ. Англинче Европа кубокĕшĕн иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш, Чехинчи Тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 2002 çултанпа спортăн çак енĕпе туслă вăл. Çакă вара чăн малтан унăн ашшĕн, П. Юмановăн, тивлечĕ. Спорт ветеранĕ паян та район, республика шайĕнчи ăмăртусене хастар хутшăнать. Канаш районĕнче йĕркеленĕ ăмăртура та спортсмен хăй çулхисем хушшинче пĕрремĕш утса тухнă. Унăн воспитанникĕ, Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре 10-мĕш класра вĕренекен К. Фролов, виçĕ çухрăмлă дистанцире чи кăтартулли пулнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 октября 2009
00:00
Поделиться