Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыркăмăллăх – сăваплă ĕç

Александр Иванович Самакин предприниматель ятне республикăра аван пĕлеççĕ. Унăн «Кĕрсе тух» («Заходи») лавккисем Чăваш Енре тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă. Пултаруллă çын ыркăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнать. Вăл социаллă пулăшу, культурăпа спорт, вĕрентÿ мероприятийĕсене ирттерме пĕрре çеç мар укçа-тенкĕ е пурлăх уйăрса панă.

Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕскер, тăван кĕтесре те час-часах пулать. Ырă кăмăллă ентеш е ветерансене парнепе савăнтарать, е ял уявне ирттерме пулăшать. Ялти ватă чиркĕвĕн нушисене те манса каймасть.

Нумаях пулмасть Александр Иванович пуçарнипе ял историне çырса хатĕрлес ыйтупа йĕркеленĕ комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Çавра сĕтел хушшинчи хĕрÿ калаçăва ялти активистсемпе ветерансем хутшăнчĕç. А. Самакин вĕсене ырă сĕнÿсем пачĕ, кĕнеке кăларма кĕмĕл тупма шантарчĕ. Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий атте сăмах каларĕ, пухăннисене пархатарлă ĕçе вĕçне çитерме пиллĕх пачĕ.

Александр Иванович хăй сăмахне çилпе вĕçтермест. Çак кунсенче Тăрăнпа Кĕçĕн Патăрьел ялĕсене пырса кĕнĕ çĕре, аслă çул хĕррине, ял ячĕсене çырса эрешлĕ ÿкерчĕкпе илемлетнĕ пысăк щитсем вырнаçтарчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 октября 2009
00:00
Поделиться